Карта сайта
28 июля 2017, 19:12

Тĕп проектсене сÿтсе яврĕç («Хыпар«)

Паян, утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Шупашкарта «Единая Россия» политика партийĕн регионсенчи 16-мĕш ушкăнĕн координаци канашĕн ларăвĕ иртрĕ.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн тĕп корпусĕнчи Ăслăлах канашĕн залне Чулхула облаçĕн, Чăваш, Мари Эл, Мордва республикисен представителĕсем, çавăн пекех Партин Генеральнăй канашĕн секретарĕн заместителĕ Виктор Селиверстов, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем /Регионсен хушшинчи 16-мĕш ушкăнăн координации канашĕн ертÿçи Леонид Черкесов, «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов/, Партин тĕп ĕçтăвкомĕн ертÿçин заместителĕ, Проект енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Максим Руднев хутшăнчĕç.

Ларура парти пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрсе пыракан проектсене сÿтсе яврĕç, ку енĕпе регионсенчи лайăх опытсемпе паллашрĕç.

Лару ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.

Виктор СЕЛИВЕРСТРОВ, «Единая Россия» партин Генеральнăй канашĕн секретарĕн заместителĕ:

— Парти проекчĕсем — «Единая Россиян» ĕç-хĕлĕнчи тĕп инструментсем. Вĕсем халăхпа тÿрремĕнех ĕçлессипе çыхăннă. Çынсемпе тивĕçлĕ шайра ĕçлемесен проектсем туллин пурнăçланайман пулĕччĕç. Патшалăх Думине суйланă вăхăтра суйлавçăсем çĕнĕ проектсем сĕннĕ, халĕ вĕсемпе ĕçлетпĕр.

Михаил ИГНАТЬЕВ, ЧР Пуçлăхĕ:

— Чăваш Енре «Единая Россия» партин Генеральнăй Канашĕн президиумĕ палăртнă тĕп проектсене ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ. Республикăра культура пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе чылай ĕç пурнăçланă. Акă пĕчĕк хуласенчи театрсене çĕнĕ хатĕрсемпе пуянлатма иртнĕ çул ултă миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Проект ялти культура çурчĕсене те пырса тивĕ.Унпа килĕшÿллĕн 56 клуба çĕнетмелле.

Пĕчĕк хуласенчи парксене илемлетме 5 миллион тенкĕ укçа кайĕ. Хулари çуртсен хушшине хăтлăлатас тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр.

«Хыпар», 28.07.2017

Ссылка для блогов