Чувашская Республика
Регион не найден
Версия для слабовидящих

Чи хастаррисем - пĕр йышра ("Пурнас сулепе", Аликово)

27 февраля 2015, 09:32
Элĕк район территорийĕнче хастар та пултаруллă çамрăксем сахал мар. Вĕсем тĕрлĕ тытăмра ĕçлеççĕ, тăван ен аталанăвне хăйсен тÿпине хываççĕ. Район шăпишĕн пăшăрханакан, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшакан хĕрсемпе каччăсем «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Çамрăк Гвардийĕ» вырăнти уйрăмĕнче шутланаççĕ. Паянхи куна унта 78 çамрăк. Пирĕн тĕп тĕллев: хамăр йыша ытларах та ытларах яшсемпе хĕрсене илесси, вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ мероприяти ирттерсе пуçарулăхпа палăрасси. Пĕлтĕрхи ĕç-хĕле тишкернĕ май çакна палăртатăп, япăх мар йĕркеленĕ хамăр ĕçе. Сочи хулинчи Олимпиадăна халалласа «Çамрăк Гварди» членĕсем «Йĕлтĕр йĕрĕ - 2014» ăмăртăва йышлăн хутшăнчĕç. Çакă çамрăксене çеç мар, тĕрлĕ çулсенчисене спортпа туслашма йыхравлани пулчĕ. Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне халалласа хĕрсемпе каччăсем йышлă пухăнакан вырăнсенче информаци стенчĕсем хатĕрленĕ. «Çамрăк суйлавçăн право кĕтесĕ», «Эпĕ - гражданин, яваплăх формули» куравсем чылайăшĕн кăмăлне кайрĕç.
 
Тĕплĕнрех  нарăсăн 27-мĕшĕнче пичетленсе тухнă хаçатра вуласа пĕлме пулать.

Общественная приемная