Депутатăн сумлă ĕçĕсем ("Наше слово")
Чăваш Республикин Патшалăх Совечĕн Çĕрпÿ тăрăхĕнчи пĕр мандатлă округĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин пайташĕ, «Авангард» ООО тĕп директорĕ Николай Григорьевич Курчаткин сăваплă ĕçсем тунипе тăтăшах палăрать. Çак эрнере вăл Хуракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула килчĕ. «Килте вĕренме пулăш» акцине хутшăнса асăннă шкулти 11 класран вĕренсе тухнă Кристина Даниловăна Н.Курчаткин ноутбук парнелерĕ.
Савăнăçлă саманта Кристинăн ашшĕпе амăшĕ, депутатăн пулăшаканĕ Г.Солоденова, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е. Матюшова, Хуракасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Р. Кольцова, Хуракасси шкулĕн директорĕ Д. Ефимов пайлама пултарчĕç. Çавăн пекех тĕлпулăва Л. Сынковăпа О. Сарбаева директор çумĕсем, Н.Лукина класс ертÿçи, «Пирĕн сăмах» район хаçачĕн тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ О. Ефремова хутшăнчĕç.
Кристина нумай ачаллă çемьери иккĕмĕш ача. Ангелина аппăшĕ Мускаври энергетика институтĕнче ăс пухать. Аслисемсĕр пуçне Эдуард Ильичпа Екатерина Юрьевнăн Илья, Данил ывăлсемпе Даша хĕрпĕрчи çитĕнеççĕ. Маттур çемье пилĕк ачапа çырлахмасть, улттăмĕшне кĕтеççĕ Даниловсем. Эдуард Ильич «Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕ» патшалăх учрежденинче тăрăшать, килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрама та вăй çитерет. Крис-тина хĕрĕ район тата республика шайĕнче иртнĕ конкурссемпе олимпиадăсенче тăтăшах малти вырăнсем йышăннине савăнса пĕлтерче вăл.
Николай Курчаткин çакăн пек ырă тĕслĕхлĕ çемьешĕн тивĕçлипе мухтаннине палăртрĕ. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăнма, аслă пĕлÿ илнĕ тапхăрта пысăк ăнăçусем тума сунчĕ вăл Кристинăна. Маттур та ĕçчен пулнишĕн Даниловсен çемьине Е. Матюшова та тав сăмахĕсем каларĕ, çемье çирĕпленсех пытăр тесе сунчĕ. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ çемьене малалла та обществăлла ĕçе хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ. Шкул коллективĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин представителĕсене тимлĕхшĕн тав турĕ, Кристинăна шухăшланă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме сунчĕ.
О. СЛАВИНА.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)