Чувашская Республика
Регион не найден
Версия для слабовидящих

"Единая Россия" партии Михаил Игнатьева шаннă ("Каçал ен")

29 июня 2015, 00:00
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма кандидат тăратма муниципалитетсенче малтанласа ирттернĕ партин шалти вăрттăн сасăлавĕсенче суйлавçăсен 90 проценчĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевшăн сасăланă. "Единая Россия" политика партийĕнчен 8 çын хăйсен кандидатурине сĕннĕччĕ.
 
Июнĕн 24-мĕшĕнче вара Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн 22-мĕш конференцийĕ иртрĕ. Конференцин кун йĕркине 6 ыйту кĕртнĕ, тĕп ыйтăвĕ - ЧР Пуçлăхĕн должноçне йышăнма "Единая Россия" партирен кандидат тăратасси.
 
Партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов маларах районсенче иртнĕ праймеризсенче виçĕ кандидат чи нумай бал пухнине пĕлтерчĕ. Вĕсем - ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕн çумĕ Елена Николаева тата "Базис" общество управляющийĕ Алексей Львов. Конференцире вĕсем те сăмах илчĕç. "Çакăнта ларакан кашни çын республика пуласлăхĕшĕн пăшăрханать. Çавăнпа эсир тивĕçлĕ йышăну тăвасса шанатăп", - терĕ Елена Николаева. Михаил Игнатьев вара республика Пуçлăхĕнче ĕçленĕ чухне тунă ырă та сумлă ĕçсене аса илчĕ. "Экономикăра та, социаллă сферăра та лайăх кăтартусем тума май килчĕ. Малашлăх тĕллевсем те пирĕншĕн уçăмлă. Йывăрлăхсене çĕнтерсе, тунă йăнăшсене пĕтерсе малалла çирĕппĕн утăпăр", - терĕ вăл.
 
Конференци вăхăтĕнче вăрттăн сасăлав иртрĕ. Делегатсен виçĕ кандидатран пĕрне суйламалла пулчĕ. 115 çынран 114-шĕ Михаил Игнатьевшăн сасăларĕ. "Мана шаннăшăн пурне те пысăк тав. Умра - кăткăс тапхăр. Пурте пĕрле туслă ĕçлесен - çĕнтеретпĕрех!" - пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич.
 
Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма июлĕн 24-мĕшĕччен кандидатсем тăратма юрать.
 
Л.ШУРЯШКИНА.
 
ИРИНА КЛЕМЕНТЬЕВА, Шупашкар хула пуçлăхĕн çумĕ - Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, "Чувашия-мед" АУО генеральнăй директорĕ:
 
"Эпир "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партинчен Михаил Игнатьев кандитатурине суйланăшăн чăннипех те мухтанатăп. Хулара пурăнакан хĕрарăмсем унăн кандидатурине ырлаççĕ. Эпир хулашăн тăрăшнине, физкультурăпа спорта аталантарассишĕн ĕçленине, сывлăх сыхлавне тимлĕх уйăрнине туятпăр. Кĕске вăхăт хушшинче Шупашкарта чылай спорт объекчĕ çĕкленчĕ, шкулсенче ишмелли бас- сейнсем хута каяççĕ. Çакна пĕтĕмпех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тăрăшнипе пурнăçланă. Эпир кунта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн кар тăратпăр".
 
АНДРЕЙ УГЛОВ, Чăваш Республикин патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Элара" АУО генеральнăй директорĕ: "Михаил Васильевич Игнатьев, паллах, чи лайăх кандидат. Вăл ĕçленĕ 5 çул хушшинче пур сферăна та аталантарссине пысăк тỹпе хывнă. Эпĕ шутланă тăрăх, 5 çул лайăх аталанни - чи паха кăтарту".
 
АЛЕНА АРШИНОВА, РФ Патшалăх Думин вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Тĕп Канашĕн Президиум членĕ: "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регионти уйрăмĕн конференци йышăнăвне ырласа йышăнатăп. Эпĕ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин "Ача сачĕсем - ачасене" проект ертỹçи пулнă май, Чăваш Республикинчи уйрăм проектсене чи ăнăçлă пурнăçлакансен йышĕнче пулнине çирĕплетсе калама пултаратăп. Парти проекчĕсене паха пурнăçланăран РФ Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ене шанать. Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ, республика чи лайăх инвестици аталанăвĕн регионĕсен йышне кĕнĕ, РФ Президенчĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн тата унăн командин ĕçне пысăка хурса хакланă".
 
ГАЛИНА НИКОЛАЕВА, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регионти уйрăмĕн секретарĕн çумĕ, РФ социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ: "Июнĕн 24-мĕшĕ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин историйĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлĕ. Республика кунĕнче йĕркеленĕ конференци республика Пуçлăхĕн кандидатурине сĕнчĕ. Пирĕн кандидат, чăннипех те, республикăна лайăх пĕлекен маттур çын. Парти программин девизĕ: "Пĕрле пурăнмалла - пĕрле ĕçлемелле". Çак девиза халăх тĕпе хурать пулсассăн, парти активĕ пурăнать. Эпĕ шутлатăп, пирĕн çитĕнỹсем пулаççех".
 
Газета "Каçал ен", 27 июня 2015 года

Общественная приемная