Чувашская Республика
Регион не найден
Версия для слабовидящих

"Единая Россия" партин съездне хутшăннă ("Каçал Ен")

27 декабря 2017, 00:00

Декабрĕн 23-мĕшĕнче Мускавра "Единая Россия" партин XVII съезчĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп тема 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи РФ Президенчĕн суйлавĕпе çыхăннă.

"Единая Россия" партин пленарлă ларăвĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин тухса калаçнă.

"Çак парти хăйĕн пуçаруллă ĕçĕсемпе граждансем умĕнче пысăк хисепе тивĕçнĕ. Раççей халăхĕпе пĕрле эпир çĕршыв аталанса пытăр тесе сахал мар йывăр çул-йĕре парăнтартăмăр. Кризис пире инкек кăтартаймарĕ. Эпир ĕçлеме пĕлнине пĕр хутчен çеç мар çирĕплетрĕмĕр", - тесе каланă РФ Президенчĕ.

Съезд ĕçне пĕтĕмпе 2500 яхăн çын хутшăннă, вĕсенчен 455 делегат "Единая Россия" политика партийĕн 85 регионĕнчен пуçтарăннă. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, тĕрлĕ шайри влаç тытăмĕсенче тăрăшакансем, экспертсем, обществăлла организацисен пайташĕсем тата чылай официаллă çын хутшăннă.

Пирĕн республика делегацийĕн йышĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, регионти уйрăмĕн секретарĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов, Алена Аршинова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, "Единая Россия" партин регионти ертỹçи Вячеслав Рафинов тата ыттисем пулнă.

"Единая Россия" парти съездĕнче Аслă тата Генеральнăй канашăн ротацине йĕркеленĕ, Устава çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Çав кунах Генеральнăй канашăн çĕнĕ йышĕн ларăвĕ иртнĕ.

"Каçал Ен"

Общественная приемная