Кандидат кĕрешĕве тухрĕ ("Хыпар")
Çĕнĕ суйлава республика иртнĕ тапхăрăн мĕнле пĕтĕмлетĕвĕсемпе кĕтсе илет-ха? Пилĕк çул каялла вăл патшалăх политикин тĕп приоритечĕсен шутне уççăнлăх, тĕрĕслĕх, халăхшăн тата кашни уйрăм çыншăн, республика аталанăвĕшĕн, ытти паха тĕллевсемшĕн тăрăшса ĕçлессине кĕртнĕччĕ. Сăмах пани чăннипех пурнăçланса пырать. Çак çулсенче Чăваш Енре тĕрлĕ отрасльте федерацин тата республикăн нумай программипе проекчĕ пурнăçа кĕчĕ. Чăваш Енре тĕрĕс çул тытса пынине пурнăç хăй çирĕплетрĕ. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем те çакнах калаççĕ. Промышленноç производствин пĕлтĕрхи кăтартăвĕ кăна, акă, 104,5 процентпа танлашнă. Ку - федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен кăтартăвĕсенчен - тăваттăмĕш. Тепĕр цифра та савăнтарать: республикăн инвестици хисепĕ 290 млрд ытла тенкĕпе танлашать. Иртнĕ 5 çулта пирĕн патра 100 яхăн инвестици проектне, вăл шутра - ют çĕршывсен капиталне явăçтарса та, пурнăçа кĕртнĕ. Çакă республика экономикине 130 млрд тенкĕ хывма, 12 пине яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçма май панă. Пысăк технологиллĕ производство предприятийĕсем йĕркелеме 2020 çулччен тата 85 млрд тенкĕпе усă курĕç.
Газета "Хыпар", 24 июля 2015 года.