Чувашская Республика
Регион не найден
Версия для слабовидящих

Конференци пулнă ("Ял есчене")

25 сентября 2015, 12:04
"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти уйрăм конференцийĕн виççĕмĕш тапхăрĕ пулчĕ çак кунсенче.
 
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, районсенчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутачĕсен суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухрĕç пухăннисем малтан.
 
Иккĕмĕш ыйтупа район пуçлăхĕн кандидатне çирĕплетрĕç политика партийĕн членĕсем.
 
Юлашкинчен "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти уйрăмĕн вырăнти политканашĕн йышне çĕнетрĕç. Унта Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхне Г.Куклова тата район администрацийĕн тĕп специалист-экспертне Г.Михайлована кĕртме сĕнчĕç.
 
Конференци ĕçне "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕн регионри ĕç тăвакан комитетăн представителĕ О.Петрова хутшăннă.

Общественная приемная