Чувашская Республика
Регион не найден
Версия для слабовидящих

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регионти уйрăмĕн конференцийĕнче («ЯЛ ĚÇЧЕНĚ» («СЕЛЬСКИЙ ТРУЖЕНИК»)

11 декабря 2015, 13:32
Виçĕмкун, раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Шупашкарта "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш Енри регионти уйрăмĕн черетлĕ ХХIII конференцийĕ иртнĕ. Конференци ĕçне Патшалăх Думин Регламент тата организациллĕ ĕç Комитечĕн Председателĕ Виктор Пинский, Патшалăх Думин çурт-йĕр политики тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен Комитечĕн Председателĕн заместителĕ Павел Качкаев, Патшалăх Думин вĕренỹ енĕпе ĕçлекен Комитет Председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен Комитет Председателĕн заместителĕ Руслан Тихонов, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин ĕç тăвакан Тĕп комитечĕн Атăлçи федераллă округĕпе ĕçлекен Департаментăн ертỹçи Лариса Жаркова хутшăннă.
 
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - "Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн регионти уйрăмĕн Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн çиччĕмĕш созыври Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн улттăмĕш созыври депутачĕсене суйламалли суйлав кампанийĕсене хатĕрленсе ирттермелли задачисем çинчен" партин Чăваш Енри Регионти уйрăмĕн Секретарĕ Николай Малов доклад туса панă.
 
Вăл конференцие Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çыру хыççăнах пухăннине палăртнă. Чăваш Енре нумай çул хушши ĕнтĕ нацисем тата конфессисем хушшинчи лару-тăру стабильлĕ пулнине, тĕрлĕ национальноçсен çыннисем пĕр-пĕринпе мирлĕ те килĕштерсе пурăннине кăтартса панă. Вăл суйлав умĕнхи конкуренци саккун ыйтнă пек тĕрĕс те таса, суйлавçăсене хисепе хурса иртмеллине, суйлавсен результачĕсене общественность, халăх шанса тăмаллине палăртнă. Лайăх енĕ, тенĕ партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, - Раççее тата Чăваш Ене ертсе пыракансем экономика тĕлĕшĕнчен йывăр условисенче те социаллă пулăшу мерисене сыхласа хăварни.
 
РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕсен условийĕсенче парти активĕн, унăн членĕсен уйрăмах тимлĕ пулмаллине, пуçтарăнмаллине, харпăр хăйне мобилизацилеме пултармаллине асăннă.
 
Конференцире партин регионти политика канашĕн членĕсене çĕнетнĕ тата "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин 15-мĕш съездне кайма депутатсем суйланă. Вĕсен шутĕнче пирĕн районти Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕн культорганизаторĕ Лариса Соловьева та.
 
Ырă йăлапа конференци партин çĕнĕ членĕсене член билечĕсем панипе вĕçленнĕ.
 
И.ИВАНОВ.
 
Сăн ỹкерчĕкре: конференцие хутшăннисем.

Общественная приемная