"Пĕрлĕхлĕ Раççей" призĕшĕн ("Ял есчене")
17 марта 2015,
10:53

Газета "Ял есчене" ("Сельский труженик"), 17 марта 2015 года.
Республикăра "Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн" "Чăваш Ен, малалла!" призĕшĕн темиçе çул ĕнтĕ йĕлтĕрçĕсем ăмăртаççĕ, вĕсем йăланах кĕнĕ. "Эсир халех çĕнтерỹçĕсем!" - тенĕ ăмăртусене хутшăнакансене Шупашкар хулин пуçлăхĕ, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партийĕн Шупашкар хулинчи вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов, спорта юратакансене старт умĕн саламласа. Унта партин хуласенчи тата районсенчи командисем хутăш эстафетăпа хутшăннă: 1-мĕш тапхăр - арçынсем - 2 км, 2-мĕш тапхăр - хĕрарăмсем - 1 км, 3-мĕш тапхăр - арçынсем - 2 км. Ăмăртусем умĕн VIP-чупу пулнă.
"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин пирĕн районти уйрăмĕн команди иккĕмĕш вырăн йышăннă. Малта - Шупашкар районĕн команди.
Эстафета çĕнтерỹçисене дипломсемпе, медальсемпе тата хаклă призсемпе наградăланă.
Н.ДАНИЛОВА