Сĕнтĕрпуç культура Çуртĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуç ял çыннисемшĕн чýк уйăхĕн 24-мĕшĕ чăнахах та кĕтнĕ кун пулчĕ. Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕнчи Сĕнтĕрпуç тĕп культура Çуртне юсав хыççăн саванăçлă лару-тăрура уçрĕç.
Пирĕн çĕршывра «Единая Россия» партин пуçарăвĕпе чылай проект ăнăçлăн пурнăçа кĕрет.«Культура малой Родины» проект ялсенчи культура çурчĕсене çĕнетме май парать. Сĕнтĕрпуç Культура çурчĕ çак проекта кĕрсе 1 миллион та 348 пин те 930 тенкĕлĕх шалти юсав ĕçĕсене туса ирттерчĕ. Республикăри ял хуçалăх министерстви ялсенчи пурăнмалли вырăнсене хăтлăх кĕртессипе ирттерекен конкурса хутшăнса 1 миллион та 800 пин тенкĕлĕх тулти тата шалти ĕçсене туса иртерме май килчĕ.
Юсавсем пĕтнĕ ятпа тĕлĕнмелле пысăк та чаплă уяв иртрĕ Сĕнтĕрпуç ялĕнче. Культура Çурчĕ çумĕнчи «Сĕнтĕр» халăх фольклор ушкăнĕ чăваш халăхĕн «Çĕнĕ пýрт ĕçки» йăли-йĕркипе уява уçрĕ. Савӑнӑҫлӑ уява Сĕнтĕрпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р.П.Белова, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ А.А.Мясников тата Чăваш Республикин культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министăрĕ К.Г Яковлев тăсрĕç. Константин Геннадьевич уявпа саламланӑ май «Сĕнтĕр» халăх фольклор ушкăнне тата унăн солисткине Юлия Михайловна Клементьевăна Чăваш Республикин культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин тав хучĕсемпе чысларĕ. «Единая Россия» партийĕн тав хучĕсене Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ринаида Пантелеймоновна Белова тата Сĕнтĕрпуç культура çурчĕн заведующийĕ Соловьева Галина Васильевна илме тивĕç пулчĕç. Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн тав хучĕсене юсав ĕçĕсене туса ирттрнĕ Семенов Александр Юрьевич тата Захарова Анастасия Николаевна уйрăм предпринимательсем тата Михайлова Манефа Александровна тивĕçрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Матюшова Е. В., Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Пĕрлештернĕ клуб системи» пуçлăхĕ Емельянова Н. П., «Пĕрлештернĕ вулавăш системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕн пуçлăхĕ Хамидуллина Т. А. Сĕнтĕрпуç культура Çурчĕн ĕçченĕсене, ял халăхне салмаларĕç, парнесем парса чысларĕç.
Çавăн пекех уява район пухăвĕн депутачĕсем Афанасьев А. Н, Афанасьев А. В., Почемов Р. В., Захарова А.А. уйрăм предприниматель, Сĕнтĕрпуç ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлý паракан шкул директорĕ Карпов В.М., унăн çумĕ Васильева С.М. саламларĕç, парнесем пачĕç.
Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Сĕнтĕрпуç культура çурчӗ çумĕнче йӗркеленнӗ «Сĕнтĕр» халăх фольклор, çамрăксен «Салампи» тата хĕрарăмсен «Ĕмĕт» ушкӑнӗсем ,Турханкасси ялĕнчи «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ тата Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» кермен çумĕнчи «Теветкел» халăх фольклор ушканĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Вĕсем ял халăхне юрă-кĕвĕ шăрантарса, ташă ташласа савăк кăмăл парнелерĕç. Вӗсем хӑйсен янӑравлӑ сассисемпе уява илем кýчӗç, ташши-юррисемпе уява илемлетрĕç
Уявăн тěп шухăшě-вырăнти влаçпа халăх пěр чěлхе тупсан, пěрле тăрăшса ěçлесен, мěн тěрлě пысăк çитěнÿсем тума пулать.
