Ветерансемпе тĕлпулу ирттерчĕç (Пурнас сулепе)
Çакăн пек тĕлпулусем ытти çулсенче те пулнă-ха. Йăлана кĕнĕ тăрăх, вăл Етĕрнери «Талгар» кафере вун виççĕмĕш хутчен иртнĕ. Çакна та асăнса хăвармалла, уява пурте савнăçăлă кăмăл-туйăмпа, пĕр-пĕринпе курса калаçас тĕллевпе килнĕ.
Николай Малов ветерансене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнĕ ятпа саламланă. «Пирĕн тăнăç пурнăç ахаль килмен: вуншар миллион çын пурнăçĕ татăлнă, темĕн чухлĕ тертпе асап пулнă. Тăван çĕршывăн паттăрла историне пĕлни, асаттесемпе тата мăн асаттесемпе мăнаçланни - вĕсем умĕнчи тĕп тивĕç», - палăртнă Николай Владимирович. Вăл пурне те çирĕп сывлăх, савăнăç, ырлăх суннă.
Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк районĕсенчи вăрçă ветеранĕ- сене тата тыл ĕçченĕсене Етĕрне районĕн пуçлăхĕ Владимир Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Софронов, Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар ĕç комиссариачĕн уйрăмĕн начальникĕ Александр Прокопьев, Етĕрнери полици уйрăмĕн начальникĕ Сергей Кормилицын, Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕн начальникĕ Николай Яковлев тата ыттисем те саламланă.
Ветерансем вăрçă çулĕсене, тăван килĕсене таврăнайман юлташĕсене аса илнĕ. Етĕрнери пултарулăх ушкăнĕсем концерт лартнă. Ветерансем Николай Малова уяв туса панăшăн тав тунă. Ватăсене парнесемпе чечексем парса хавхалантарнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" - Аликовская районная газета