Чувашская Республика
Регион не найден
Версия для слабовидящих

Ял çыннисен ыйтăвĕсене татса памаллах (газета "Каçал Ен" 21.03.2015)

23 марта 2015, 14:26
Кĕçнерникун, мартăн 19-мĕшĕнче, РФ Правительство Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти обществăлла йышăну пỹлĕмĕн ертỹçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Эндопротезированипе ортопеди тата травматологи федераци центрĕ" ФПБУ тĕп врачĕ Николай Николаев районти тĕп библиотекăра çынсене тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнчĕ. Çавăн пекех унта "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Валерий Гаврилов, район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов хутшăнчĕç.
 
Районта пурăнакансем йышăнăва тĕрлĕ ыйтупа килнĕ. Кашниех хăйне хумхантараканнине татса пама пулăшу ыйтать. Сăмахран, Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакан В.В.Белков ялта пуçламăш шкул çеç пулнипе, пĕтĕмĕшле практика офисĕн тухтăрĕ патне Урмаел ялне çитиех çỹремеллипе питĕ кăмăлсăр. Транспорт ыйтăвĕ те хумхантарать ял старостине. "Вăрманхĕрри Чурачăк ялне канмалли кунсемсĕр пуçне кунне 5 рейс таранах ГАЗельсем çỹреççĕ. Шăматкунпа вырсарникун вара ялтан тухма çав тери йывăр. Хушма рейссем уçсан тем пекехчĕ те", - тет Вениамин Васильевич. Ку ыйтăва Чăваш Республикин Транспорт министерствине тата "Чувашавтотранс" УАО-на çырупа тухса татса пама шантарчĕç.
 
Галина Мельниковăна нумай хваттерлĕ çуртсен малашлăхĕ канăç памасть. Сăмахран, хваттерсенче пурăнакансен çуртсене капиталлă юсав тума фонда тỹлемелле, унпа пĕрлех çуртсен ятарлă счечĕсем çине те уйăхсерен тỹлеме палăртнă укçа-тенке хывмалла. Анчах хваттерте пурăнакансем кашни тỹлевшĕн банксенче комисси илнипе, регионти оператор ĕç-пуçа ниçтан йĕркелесе çитерейменнипе кăмăлсăр.
 
Йышăнăва килнисем Украина çыннисене пырса тивекен ыйтусене татса пама, вĕсене уçăмлатма ыйтрĕç. Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Гордеевсем Украинăран куçса килнĕренпех документсене йĕркене кĕртсе çитереймеççĕ мĕн. Унпа пĕрлех Хирти Мăнтăр ялне кĕрекен тата вăтам шкул патне илсе çитерекен автоçула юсасси те - çивĕч ыйтусенчен пĕри.
 
Николай Станиславович 11 çынна йышăнса вĕсене мĕн хумхантарнине пĕтĕмпех ыйтса пĕлчĕ, çитес вăхăтра вĕсене кирлĕ ведомствăсене çитерме, ыйтусене татса парас енĕпе пулăшма шантарчĕ.
 
А.АНТОНОВА.
Источник: газета "Каçал Ен" №20 (10.235) от 21.03.2015

 

Спикер
Николаев Николай Станиславович
Николаев Николай Станиславович
Руководитель фракции "Единая Россия" в Государственном Совете Чувашской Республики, региональный координатор партийного проекта "Здоровое будущее"

Общественная приемная