ЖКХна - çирĕп контроль ("Сельский труженик")
11 июня 2014,
09:26
"ЖКХна - çĕнĕ пахалăх" Пĕтĕм Раççейри форум "Единая Россия" парти ертсе пынипе июнĕн 6-мĕшĕнче Челябинскра иртнĕ. Унта нумай хваттерлĕ çуртсен канашĕсен председателĕсем, ЖКХ сферинчи обществăлла контрольпе мониторинг центрĕсен ертỹçисем, пурăнмалли çурт-йĕр хуçисен юлташлăхĕсен тата пысăк управляющи компанийĕсен представителĕсем хутшăннă. Чăваш Енрен форумра "Единая Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, единороссен Çĕнĕ Шупашкарти организацийĕн секретарĕ Сергей Михеев, ЖКХ ыйтăвĕсемпе потребительсен прависене хỹтĕлекен общество ертỹçи Олег Ялугин тата партин регионти уйрăмĕн секретарĕн çумĕ, регионти ĕçтăвком ертỹçи Алексей Гурьев пулнă.
Асăннă парти форумне ирттересси президентăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферине аталантармалли çул-йĕрпе тĕп задачисене кăтартса паракан указĕпе никĕсленнĕ. Палăртнă задачăсене пурнăçлама форумра ЖКХ сферипе конкретлă йышăнусем туса хатĕрленĕ. Уйрăммăн илсен, тỹрĕ кăмăллă çуртсен хуçисене хушма полномочисемпе, майсемпе тивĕçтерме, начар пахалăхлă услугăсемшĕн, потребительсене улталанăшăн управляющи организацийĕсен яваплăхне ỹстерме, ЖКХ услугисемшĕн тỹлемен тỹрĕ кăмăллă мар çурт хуçисене витĕм кỹме çĕнĕ майсем кĕртме сĕннĕ.
Форума хутшăннисен чылай сĕнĕвĕпе РФ премьер-министрĕ, "Единая Россия" партин председателĕ Дмитрий Медведев та килĕшнĕ. Пĕрлехи ларури сăмахĕнче Д.Медведев граждансем коммуналлă услугăсемшĕн тỹлесси 2018 çула çитиччен инфляци шайĕ чухлĕ кăна ỹсессине, газ тата электроэнерги хакĕсене пысăклатса ярасран чарак пулассине каланă. "РФ правительстви 2016 çултан кая юлмасăр ЖКХ сферинчи тарифсене вăрăм сроклăха йĕркелесси çине куçассине тивĕçтерме шутлать. "Единая Россия" председателĕн шухăшĕпе ЖКХ сферинчи тарифсене питĕ йĕркелесе çитермелле. Çитменнине, çавăн пек килĕшỹллĕ баланс тупмалла, çынсем мĕншĕн тата мĕнле виçепе тỹлемеллине пĕлсе тăччăр тата хăйсен малашлăх планĕсене йĕркелеме, асăннă отрасль те хăйне хăй аталанма пултарччăр",- тенĕ премьер-министр. Вăл "Единая Россия" активне регионсенче çак правилăсене пăхăннине тĕрĕслесе тăма, тарифсене сăлтавсăр хăпартса янă тĕслĕхсене ум пỹлме ыйтнă.
ЖКХ сферинче йĕрке тумашкăн управляющи компанисене лицензи памалли процедура та пулăшма тивĕç тесе шутлать Д.Медведев. Ун çинчен калакан закона халĕ "Единая Россия" фракци пуçарнипе Патшалăх Думинче пăхса тухаççĕ. "Тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен компанисен лицензи илмелли процедурăран хăрама кирлĕ мар", - тенĕ Медведев. ЖКХ сферинче обществăлла контроле вăйлатма кирлине те палăртнă.
И.ИВАНОВ.